Ҫуркунне ҫитнӗ май ҫынсем типӗ курӑк ҫунтарма пуҫлаҫҫӗ. Республикӑра кунашкал тӗслӗх пулнӑ ӗнтӗ. Улатӑр районӗнче курӑк ҫунни пирки ҫак кунсенче хыпарланӑччӗ.
Аса илтерер: тунтикун Улатӑр районӗнчи Иваньково-Ленино ялӗ ҫывӑхӗнче 300 тӑваткал метр лаптӑк ҫинче типӗ курӑк ҫуннӑ. Ку каҫхине пулнӑ. Пушарнӑйсем ҫулӑма сарӑлма паман – сӳнтернӗ.
Ку эрнере юнкун каллех кунашкал тӗслӗхе шута илнӗ. Хальхинче те Улатӑр районӗнче пулнӑ ку, Ахматово ялӗ ҫывӑхӗнче типӗ курӑк чӗрӗлсе кайнӑ. Ҫулӑм пӗр гектар лаптӑк ҫинче сарӑлнӑ. Пушарнӑйсем ӑна сӳнтернӗ.
Тепӗр хутчен палӑртса хӑварар: ҫак кунсенче ЧР Министрсен Кабинечӗ республикӑра пушар тухас хӑрушлӑх пысӑк пулнӑ май сезон палӑртнӑ: вӑл ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнчен пуҫланӗ.
ЧР Министрсен Кабинечӗ пушар тухас хӑрушлӑх пуҫланакан сезон хӑҫан тытӑнассине палӑртнӑ: ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнчен. Инкеклӗ лару-тӑру комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫу уйӑхӗнче Атӑли федераци округӗнче сывлӑш температури ытти ҫулти вӑтам кӑтартуран пысӑкрах пулӗ, ҫумӑр вара сахалрах ҫӑвӗ. Эппин, вӑрмансенче пушар тухас хӑрушлӑх пысӑк.
Правительство 9 муниципалитетри 13 ялта вӑрман пушарӗ тухас хӑрушлӑх пуррине палӑртнӑ. Ҫак списока Ҫӗмӗрле, Улатӑр, Шӑмӑршӑ, Патӑрьел, Пӑрачкав, Комсомольски, Хӗрлӗ Чутай, Муркаш районӗсем кӗнӗ.
Вӑрмансенче кӑвайт чӗртме, типӗ курӑк ҫунтарма юрамӗ. Ҫак тата ытти йӗркене пӑхӑнманшӑн административлӑ майпа явап тыттарӗҫ. Ахаль ҫынсен – 1500-3000, должноҫри ҫынсен – 10000-20000, юридици сӑпачӗсен 50000-200000 тенкӗ штраф тӳлеме тивӗ.
2020 ҫулта Чӑваш автономийӗ йӗркеленнӗренпе 100 ҫул ҫитӗ. Ҫавна май ҫак уяв медальне ҫирӗплетнӗ, ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев хушӑва алӑ пуснӑ. Кун пирки ЧР Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче пӗлтернӗ.
Медальсене туса кӑларма, Элтепер каланӑ тӑрӑх, хушма укҫа-тенкӗ кирлӗ. Михаил Игнатьев Иван Моторин премьера тата Юрий Васильев премьер-министра нухрата хыснара пӑхса хума хушу панӑ.
Чӑваш автономийӗ йӗркеленнӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалланӑ медальпе республика аталанӑвне тӳпе хывнӑ ҫынсене чыслӗҫ.
Сӑмах май, нумаях пулмасть депутатсем Шупашкар 550 ҫул тултарнине халалланӑ юбилейлӑ медале йышӑннӑ.
Паян ЧР Министрсен Кабинечӗ ларӑвӗнче Вӑрмар районӗнче ишӗлсе аннӑ шкул пирки калаҫнӑ. Элтепер ачасене вӗренмешкӗн хӑрушсӑр условисем туса памаллине палӑртнӑ. Ҫавна май Михал Игнатьев вӗренӳ тата строительство министрӗсене совет саманинче хӑпартнӑ шкулсемпе ача пахчисене тӗрӗслеме, ҫурт 50 процент таран кивелнӗ пулсан ҫӗнетме хушнӑ.
«Ялсенче шкулсем пӗчӗк комплектлӑ, хӑш-пӗр ҫӗрте ҫурри пушӑ ларать. Уйрӑм пӳлӗмсене хупмалла пулсан – хупмалла. Совет тапхӑрӗнчи проектсем пурте пӗрешкел», - тенӗ Михаил Васильевич. Ачасен прависене хӳтӗлекен Елена Сапаркина вара ачасемпе ҫамрӑксен спорт шкулӗсене, ача-пӑча вулавӑшӗсене те тӗрӗслеме сӗннӗ.
Аса илтерер: пуш уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Вӑрмар районӗнчи Аслӑ Чак ялӗнче шкулӑн пӗр пайӗ ишӗлсе аннӑ. Юрать, ун чухне шалта никам та пулман.
Кӑрлач уйӑхӗн 28-мӗшӗнче ЧР Министрсен Кабинечӗ 2019 ҫулхи хысна проектне пӑхса тухнӑ. Кӑҫал Чӑваш Енре сывлӑх сыхлавне пысӑк тимлӗх уйӑрӗҫ. Кӑҫал ку тытӑма 20 миллиард тенкӗ уйӑрӗҫ. Кунсӑр пуҫне хушма укҫа та килмелле: 2 миллион ытла тенкӗ. Укҫан ҫурри ытла ҫӗнӗ хатӗр-хӗтӗр туянмашкӑн кайӗ, вӗсене пульницӑсене, поликлиникӑсене, ФАПсене вырнаҫтарӗҫ.
Медицина учрежденийӗсене юсаса ҫӗнетмешкӗн 432 миллион ытла тенкӗ уйӑрӗҫ. Васкавлӑ медпулӑшу машинисене паркне тепӗр 24 «тимӗр урхамах» килмелле. Кун валли 113 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ.
Хушма укҫапа Шупашкарти Гладков урамӗнче вырнаҫнӑ ача-пӑча инфекци пульницине те юсӗҫ, Ленин проспектӗнчи строительство поликлиникине тӑвас ҫӗре те нухрат ярӗҫ.
Чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Халӑх пӗрлӗхӗн кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. Ҫак кун Шупашкарта та, район-халара та тӗрлӗ мероприяти иртет. Тӗп хулара уяв Хӗрлӗ лапамра иртӗ.
Юлашки вӑхӑтра уявсенче лавккара эрех-сӑра суттарма пӑрахрӗҫ. Ку саккун хальхинче те айккинче юлмӗ. ЧР Министрсен Кабинечӗн постановленийӗпе килӗшӳллӗн, массӑллӑ мероприятисем, спорт ӑмӑртӑвӗсем, ярмӑрккӑсем, парадсем иртекен вырӑнсенче алкоголь сутма юрамасть. Ҫавна май чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Шупашкарти Хӗрлӗ лапамра эрех-сӑра сутмӗҫ.
Сӑмах май, юлашки ҫулсенче алкоголь шӗвекне Пӗлӳ кунӗнче, юлашки шӑнкӑравра, ӑсату каҫӗнче те туянма май ҫук.
Чӑваш Енре пурӑнакансемпе ӗҫлекенсем кӑҫалхи ҫур ҫулта уйӑхсерен вӑтамран 25 пин те 547 тенкӗ те 80 пус ӗҫлесе илнӗ. Пӗлтӗрхи кӑрлач-уйӑхӗсенчинчен ҫак цифра 10,7 процент ӳснӗ.
Маларах эпир асӑннӑ цифра — номиналлӑ ӗҫ укҫи. Ҫав вӑхӑтрах чӑн-чӑн (вырӑсла ӑна реальная теҫҫӗ) ӗҫ укҫи текен ӑнлав та пур. Вӑл вара — шалупа мӗн чухлӗ тавар туянма май панине кӑтартакан цифра. Ӑна палӑртнӑ чухне инфляци шайне шута илеҫҫӗ. Чӑн-чӑн ӗҫ укҫин шайӗ кӑҫалхи ҫур ҫулта пӗлтӗрхи танлаштаруллӑ тапхӑртинчен 9,3 процент ӳснӗ. Сӑмах май, Раҫҫейре те ку шай ҫавӑн пекрех: ҫӗршывра чӑн-чӑн шалу 9,1 процент пысӑкланнӑ.
Ҫак цифрӑсене паян иртнӗ Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче Иван Моторин премьер-министр асӑнса хӑварчӗ.
Чӑваш Енре ялсенчи старостӑсене статус парӗҫ. Ку таранччен унашкалли пулман. ЧР Юстици министерстви хатӗрленӗ саккун проектне ЧР Министрсен Кабинечӗ ӗнер ырланӑ.
Чӑваш Енре ял старостисен институчӗ пӗрремӗш ҫул кӑна мар ӗҫлет. Анчах саккунра вӗсен право статусне ҫырман.
Саккун проектне йышӑннӑ хыҫҫӑн старостӑсен полномочисем тата срок полномочийӗсем пулӗҫ. Вӗсен тӗп тивӗҫӗ тӳре-шарапа вырӑнти халӑх хушшинче ҫыхӑну йӗркелесси пулать.
Старостӑсене пухура муниципалитет органӗсен элчисемпе пӗрле палӑртӗҫ. Вӗсен 2 ҫултан кая мар (анчах 5 ҫултан ытла мар) ял старостин тивӗҫӗсене пурнӑҫлама тивӗ.
Палӑртмалла: халӗ республикӑра 1,7 пин ытла ҫын ҫак «должноҫра» ӗҫлет.
Чӑваш Республикинчи наципе культура аталанӑвӗн «Ирӗклӗх» халӑх пӗрлешӗвӗ Чӑваш ен патшалӑх чӗлхин, чӑваш чӗлхин, саккунлӑ статусне ҫирӗплетес, чӗлхе саккунлӑхне аталантарас тӗллевпе Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председательне И.Б. Моторина ҫакна пӗлтерет.
Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикинчи чӗлхесем ҫинчен» 2003 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 25-мӗшӗнчи 36 №-лӗ саккуннӗн 5 статьипе килӗшӳллӗн Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗ ҫак Саккунпа килӗшӳллӗ чӗлхесемпе наукӑпа практикӑра усӑ курмалли тата аталантармалли йӗркене палӑртать.
Паянхи куна, чӗлхе саккунне 15 ҫул каялла йышӑннӑ пулин те, Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗ чӗлхесемпе наукӑпа практикӑра усӑ курмалли тата аталантармалли йӗркене ҫирӗплетмен.Чӑн та, Чӑваш Республикинче ҫак йӗрке ҫук пулни куҫкӗрет. Ахӑртнех, йӗркесӗрлӗхӗн сӑлтавӗсенчен пӗрри - Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗ чӗлхе саккунӗпе килӗшӳллӗ чӗлхесемпе наукӑпа практикӑра усӑ курмалли тата аталантармалли йӗркене палӑртманни.
Палӑртса хӑваратпӑр, «Ирӗклӗх» халӑх пӗрлешӗвӗ 2017-мӗш ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Интернет тетелӗнче чӗлхе саккунлӑхӗ ӑслӑлӑх ӗҫӗнче мӗнле шайра пулнине кӑтарста тишкерӳллӗ статья кӑларчӗ.
Чӑваш Енре шалу ӳстересси ҫинчен хушу кӑларнӑ. Ӗҫлӗ хута республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев паян алӑ пуснӑ. Документа влаҫ органӗсен офциаллӑ порталӗнчи «Законодательство» ярӑмра вырнаҫтарнӑ.
Хушура Элтепер республика территорийӗнчи мӗнпур организацире ӗҫлекенсен шалӑвне индексацилеме сӗннӗ. Ӗҫ укҫин виҫине ӳстерес тесен производство тухӑҫлӑхне лайӑхлатмалли те куҫкӗрет. Ҫакна та палӑртнӑ хушура.
Шалу йӗркеллӗ тӳлеменнисем пирки «хӗрӳ лини» уҫма палӑртни те пур. Куншӑн явапли — республикӑн Министрсен Кабинечӗ.
Сӑмах май ҫакна та пӗлтерер: хальхи вӑхӑтра республикӑри вӑтам шалу виҫи 23 пин те 831 тенкӗ те 60 пуспа танлашать. Хушӑва республикӑн экономика министрӗ Владимир Аврелькин комментариленинче ку вӑл пӗлтӗрхи ҫак тапхӑртинчен 7,0 процент пысӑкраххине палӑртнӑ. 2020 ҫул тӗлне вӑтам шалӑва 30 пине ҫитересшӗн.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |